Анне!
Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче.
Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче. А.Воробьев. Анне — кашни ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Çĕр çинче унран çывăхрах çын та çук пулĕ. Анне -чи илемлĕ те ашă сăмах. Çут тĕнчене килнĕ калаçма пĕлмен пепкене анне сăмахсăрах ăнланать. Чỹк Чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче “Çăлтăр” ача сачĕнче шкул çулне çитмен “Пчёлка” ушкăнра Е.В. Кольцовăпа тата К.М.Афанасьева музыкă ертуçи ертсе пынипе, Великова Л.В. музыкă ертуçи тăрăшнипе Пĕтĕм тĕнчери Амăшĕсен кунне халалланă пысăк уяв иртрĕ. Ачасем уявра хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: тĕрлĕ сăвăсем каларĕç, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç, илемлĕ ташăсем ташларĕç. Ачасем патне хăнана Хотабыч килсе кайрĕ,вĕсене тĕрлĕ вăйăсем вылятарса савăнтарчĕ.Уяв вĕçĕнче Хотабыч ачасене пĕчĕк кученеçпе хăналаса хăварчĕ. Уяв ачасене питĕ килĕшрĕ, пурте кăмăллă юлчĕç.